Ман тӗмескен тӑпри типсе ҫитсен,
Кӑкшӑмпалан, савниҫӗм, кукленсем:
Куҫ пек тулли тултар ик сар курка,
Пӗрне ӗҫсе пӗрне ӳпӗнтерсем.
Юпа сӑри туса ӗлкӗрмесен —
Ҫӑл шывӗпе, савниҫӗм, пӗрӗхсем:
Хӑрма ан парччӗ шӑтнӑ курӑка,
Ҫӑвӗпелех вӑл вырттӑр ешерсе.
Сӑра та, шыв та витӗр витмесен —
Куҫҫулӗпе, савниҫӗм, витерсем:
Епле, сана савса, эп урӑха
Пулам-ха парӑмлӑ ҫӗре кӗрсен?